Пишпÿлек районĕнчи Халăх çыравĕн уполномоченнăйĕ Валентин Вишневан сăмахӗсемпе, переписчика палласа илме йывăр пулмасть. Унăн хăй çумӗнче ятарлă удостоверени, планшетлă кăвак сумка, çак тӗслех жилетпа шарф, фонарь пулаççӗ.
Пӗрремӗш хут çырав ӗçне волонтерсене явăçтараççӗ. Волонтерсене те ятарлă удостоверени «ВПН» (пӗтӗм Раççейри çырав) символпа палăртнă жилет тăрăх палласа илме пулӗ.
Удостоверени паспортпа пӗрле кăтартсан кăна чăн шутланать. Переписчик планшечӗ çине пуçтарăнса пыракан информацие хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме «Аврора» операци системине лартнă тата геолокаци те. Ку çыравпа ӗçлекене тӗрӗслеме май парать.
Халăха тата çырав персоналне хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессипе РФ ШӖМӗ мӗнпур кирлӗ мерăсене йышăннă. Çырав пынă вăхăтра патруль ӗçӗ вăйланӗ. Контролерсемпе переписчиксене пурне те инкекрен страхлама йышăннă.
Карина ПАВЛОВА.
Пишпÿлекри Андрей Антибетов "Çутă çул" хаçат редакцийĕн çуртĕнче вырнаçнă стационар участокĕнче ыйтусене хуравланă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.