Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
21 Октябрӗн 2021, 14:57

Пушкӑртра ҫанталӑк пӑсӑласса кӗтеҫҫӗ

Пушкӑртстан тӑрӑх МЧС ҫанталӑкри япӑх пулӑмсем ҫинчен асӑрхаттарать.  

Пушкӑртра ҫанталӑк пӑсӑласса кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртра ҫанталӑк пӑсӑласса кӗтеҫҫӗ

Пушкӑртстан тӑрӑх МЧС ҫанталӑкри япӑх пулӑмсем ҫинчен асӑрхаттарать.

Ҫитес талӑкра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать. Ҫӗрле йĕпе юр, тӗллӗн-тӗллӗн пӑр, пралуксемпе йывӑҫсем ҫине пăр хытса ларать, ҫулсем ҫинче пӑр, юрпа витӗнни пулать. Кӑнтӑрла пысӑках мар ҫумӑр иртет. Çил кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен 9-14 м/с, тӗл-тӗл 15-20 м/с касăм пулать. Сывлӑш температури ҫӗрле -3, +2 градус, кӑнтӑрла +6, +11 пулса тӑрать. Автоҫулсем ҫинче 500-1000 метртан япӑх курăнни палӑрать.

"Башинформ" информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.

Пушкӑртра ҫанталӑк пӑсӑласса кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртра ҫанталӑк пӑсӑласса кӗтеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: