Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
25 Октябрӗн 2021, 11:48

Ҫырав вӑл — Росстат валли мар, ҫынсемшӗн

Ҫыравҫӑсене час-часах паракан ыйтусене тӗслӗх вырӑнне илсе паратпӑр.    

Ҫырав вӑл — Росстат валли мар, ҫынсемшӗн
Ҫырав вӑл — Росстат валли мар, ҫынсемшӗн

Коронавируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пула кĕртнĕ ӗҫлемелли мар кунсенче ҫыравҫӑсем унчченхи пекех граждансенчен ыйтса ҫӳрӗҫ. Вӗсем вӗт малтанах пандеми условийӗсенче ӗҫлеме хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа та прививка тунă, переписчиксене пурне те харпӑр хӑй хӳтлӗхӗн хатĕрĕсем панӑ.

Башстатра ҫыравҫӑсен планшечӗсенчи даннӑйсене пурне те лайӑх хӳтӗленине, информацие вӗсем ҫинче упранманнине, тӳрех Росстата куҫарнине ӑнлантарса панӑ. Планшетсене ҫырав валли кӑна палӑртнӑ, унта ятарласа туса хатӗрленӗ хамăр çĕршыв операци системи йӗркеленӗ, унпа пӗр сервертан ертсе пыраççĕ. Унсӑр пуҫне вӗсем хыҫҫӑн талӑкӗпех мониторинг йӗркеленӗ.

Ҫыравҫӑсене час-часах паракан ыйтусене тӗслӗх вырӑнне илсе паратпӑр.  

Ҫын алӑка уçмасăрах: Эпӗ ҫырав ӗҫне хутшӑнма пултараймастӑп, тет, мӗншӗн тесен манăн коронавирус, тет. Переписчик мӗн тӑвать?

Ҫыравҫӑ "алӑк айне" хут хурать е алӑк умне хӑварать. Кун пек чухне пирӗн инструкци пур. Интернет урлӑ мӗнле ҫырӑнма май пурри ҫинчен калакан памятка е шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва тӗрӗслет.  

Анчах та ҫын ҫыравҫӑпа хутшӑнмасса пултарать вӗт, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чирӗ ҫине ярать. "Эпӗ — чирлӗ. Сывӑ пулăр".

Вара ҫыравҫӑ ҫапла калӗ:"Перепись участокне шӑнкӑравлӑр, онлайн ҫырӑнӑр".  

Перепиҫ ҫинчен калакан хыпарсене вуланӑ май пӗр вӑтанмасӑр "алӑк патне те пымастăп" тесе сасӑпа калакансене эсир мӗн калама пултаратӑр?

  -Килӗшместӗр пулсан — ан пырӑр. Сирӗн онлайн ҫырӑнма май пур.   — "Эпӗ сире пачах та ӗненместӗп. Онлайн та ҫырас килмест". — Ӗненетĕр-и, ĕненместĕр-и, сирĕн ĕç. Ҫырав вӑл — Росстат валли мар, ҫынсемшӗн. Росстата эсир ҫырӑннипе е ҫырӑнманнипе начартарах пулмӗ. "Юри кукамая итлемесĕр, хӑлхана тӑм илтеретӗп"? Ну, юрать, эсир ҫырӑнмастӑр. Росстат сирĕн çинчен пĕлмест. Анчах сирӗн ачасем пур-и, халӗ ҫук-и, анчах пулаҫҫӗ пулсан, ачасене ача сачӗ кирлӗ, унтан ӑна шкул кирлӗ пулать. Тата ачасен спортпа туслашмалла е урӑхла аталанмалла. Районта ҫак кирлӗ ачасем пуррине никам та пӗлмест. Районта ун пек ҫынсем темиҫе пулсан, вӗсене те, кӳршисене те япӑхрах пулӗ.  

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Кристина Варфоломеева Пишпÿлекре халăх çыравĕ ирттерет.

Ҫырав вӑл — Росстат валли мар, ҫынсемшӗн
Ҫырав вӑл — Росстат валли мар, ҫынсемшӗн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: