Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Октябрӗн 2021, 15:32

Эсир халăх ҫыравне хутшăнман пулсан

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ вӗҫлениччен икӗ эрне юлать Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртет.  

Эсир халăх ҫыравне хутшăнман пулсан
Эсир халăх ҫыравне хутшăнман пулсан

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ вӗҫлениччен икӗ эрне юлать Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртет.

Пӗтӗмӗшле илсен, граждансем ҫырав ирттерме кирлине ырласа йышӑнаҫҫӗ, ҫынсем ҫыравҫӑсемпе хаваспах хутшӑнаҫҫӗ е "Гусуслуги" порталӗ урлӑ ҫырса илекен листовкӑсен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ. Республикӑра ҫырав процедурине 2 миллион ытла ҫын иртнӗ.

Ҫырав малалла пырать, октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен ҫырса илекенсем хӑйсен участокӗн пӳлӗмӗсене ҫаврӑнса ҫӳрӗҫ, ҫавӑн пекех стационар участокӗсене ҫырса илекенсем те ӗҫлӗҫ. Вӗсен адресӗсемпе телефонӗсене Пушкӑртстанӑн интернет-сайтне (электронлӑ адресне) вырнаҫтарнӑ: www.bashstat.ru) хуласемпе районсен администрацийӗсен сайчӗсенче, вырӑнти хаҫатсен страницисенче.

Унччен иккӗленекенсенчен нумайӑшӗ ҫыравҫӑпа калаҫса е Интернет урлӑ ҫырса тухнӑ хыҫҫӑн процедура хӑй те, ыйтусем те ансат пулнине тӗлӗнсе асӑрхаҫҫӗ. Час-часах кирлӗ сведенисене ҫыравҫӑсем ҫемьере пӗтӗмпе 15-20 минут хушшинче илеҫҫӗ. Ҫырав листи ансат, ҫак ыйтусен хуравӗсене тӗплӗн шухӑшламалла мар.

Эсир ҫырав иртмен пулсан, канмалли кунсенче хӑвӑр ҫинчен тата хӑвӑр ҫемйӳ ҫинчен ҫырса илекен листовкӑсене тултарма вӑхӑт тупӑр.

Ҫырав иртес енӗпе ҫыхӑннӑ пур ыйту тӑрӑх та патшалӑхӑн территори органӗн 8-800-347-11-02 республикӑри "хӗрӳ линийӗ" телефонпа шӑнкӑравлама пулать, вӑл 9.00 пуçласа 21.00 сехетчен канмалли вӑхӑтсӑр ӗҫлет. Тӳлевсӗр.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Эсир халăх ҫыравне хутшăнман пулсан
Эсир халăх ҫыравне хутшăнман пулсан
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: