Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
28 Октябрӗн 2021, 12:47

Йăлпăлакри Мосиашвили çемйи — нацисен туслăхĕн тĕслĕхĕ

Грузин арҫынӗпе тутар хӗрарӑмĕ чӑваш ялӗнче мӗнле пурăнни çинчен каласа пачĕç.  

Йăлпăлакри Мосиашвили çемйи — нацисен туслăхĕн тĕслĕхĕ
Йăлпăлакри Мосиашвили çемйи — нацисен туслăхĕн тĕслĕхĕ

Грузин арҫынӗпе тутар хӗрарӑмĕ чӑваш ялӗнче мӗнле пурăнни çинчен каласа пачĕç.

Совет Союзӗ саланнӑранпа темиҫе теҫетке ҫул иртнӗ, тӗнче картти ҫинче ҫӗнӗ патшалӑхсем палӑрнӑ, анчах та Раççей çав-ҫавах нумай наци ҫӗршывӗ пулса юлать, унта пӗр пӗлӗт айӗнче хӑйӗн хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркипе икҫӗр ытла халӑх пурӑнать. Пишпӳлек районӗнче кӑна тӗрлӗ национальноҫӑн ҫиччӗ ытла представителӗ пурӑнать.

Мосиашвили ҫемйи — нумай нациллӗ. Ҫемье пуҫӗ — Грузирен, унӑн мӑшӑрӗ тутар, хӗрӗ вырӑс арçынĕпе çемье çавăрнă: вӗсемшӗн чи кирли — вӗсем килӗштерсе, пĕор-перне хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.

Элгуджа Георгиевич Мосиашвили Грузирен Пишпÿлек районне 1982 ҫулта укҫа ӗҫлесе илме тата машина туянма ӗмӗтленсе килнӗ. Халӗ вӑл Йăлпăлакра склад заведующийӗ пулса ӗҫлет. Элгуджа тутара качча илнӗ. Мосиашвили ҫемйи 1994 ҫултанпа чӑваш ялӗнче пурӑнать. Чӑваш ялӗнче грузин арҫынӗпе тутар хӗрарӑмне хăнăхма мӗн пулӑшрӗ тесе ыйтсан мӑшӑрсем хуравлаҫҫӗ:

— Мана Пушкăртстанра пурӑнма питӗ килӗшет, уйрӑмах ҫутҫанталӑк, шыв. Климата лайӑх тӳссе ирттертӗм. Уйрӑмах ҫынсем пулӑшрӗҫ, эпӗ яланах ҫынсемпе ĕçлетĕп, ҫӗнӗ тӗлпулусем, паллашусем. Малтан йывӑрччӗ, никама та пӗлместĕмччӗ, мана чӑнласах йышӑнмастчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн шанӑҫа тивӗҫлӗ пултăм, колхозра бригадирта ӗҫлерĕм. Хамăр ҫурт туса кĕтĕмĕр, хӗр Уфара ҫемйипе пурӑнать, ВТБ банк кредитовани пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫлет, ывӑл сахал хутлӑ строительство ӗҫӗпе аппаланать. Хӗр вырӑс ҫамрӑк ҫынна качча тухнӑ. Çапла пирӗн нумай наци ҫемйи, — каласа парать Элгуджа.

Люция Явдатовна тутар халӑхӗнчен тухнӑскер, Сухоречкăри вӑтам шкулта виҫӗ ҫул вӗрентнĕ тата 17 ҫул Йăлпăлакри шкулта математикӑна вӗрентнĕ, каярахпа Пишпÿлекри ача садӗнче ҫичӗ ҫул ӗҫленĕ.

— Шкулта ӗҫлеме йывӑр марччӗ, коллектив лайӑхчӗ, туслӑччӗ. Пирӗн ачасем шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра чӑваш чӗлхине кӑштах ӑнланма пуҫларӗҫ. 37 ҫул пӗрле пурӑннӑ май эпир пӗр-пӗрне тĕпĕ-йĕрĕ пех пĕлсе çитнĕ. Ҫынна чӑннипех юрататӑн тата хаклатӑн пулсан, мӗнпурне те ҫӗнтерме, пуринчен ытла хисеплеме тата пӗр-пӗрне ăнланма пулать, — каласа парать Люция Явдатовна.

Элгуджа Георгиевичпа Люция Явдатовнан ҫемйинче мӗнле те пулин уйрӑм йӑлапа пурӑнмаҫҫӗ, кашни наци йăлинчен кăштах илеççĕ.

Пушкӑртстанран Элгуджа чылай вӑхӑт Грузие каяйман. Тӑватӑ ҫул каялла Грузие ҫул уҫӑлсан темиҫе ҫул тăршшĕнче пӗрремӗш хут тӑван ҫӗршывне ҫемьепе паллаштарма кайнă. Арҫын, Грузире ҫуралнӑ пулин те, унта чун туртмасть, тет. Унăн чĕри — Пушкăртстанра. Ҫитменнине тата унан тус-юлташĕсем хушшинче грузинсем, армянсем, тутарсем, вырӑссем, чӑвашсем тата пушкӑртсем нумай.

Мосиашвилисен нумай наци ҫемйин тӗслӗхӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма пулӑшать. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ — пирӗн район территорийӗнче пурӑнакан пӗтӗм национальноҫсен пӗрлӗхӗн уявӗ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Йăлпăлакри Мосиашвили çемйи — нацисен туслăхĕн тĕслĕхĕ
Йăлпăлакри Мосиашвили çемйи — нацисен туслăхĕн тĕслĕхĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: