Ентешсем пушкӑрт халӑхӗн аталанӑвӗн стратегине сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ.
Мускавра пурӑнакан ентешсем пушкӑрт халӑхӗн аталанӑвӗн стратегине сӳтсе явма тӗл пулнă.
"Мускав пушкăрчĕ чи малтан Пушкӑртстанран. Ачасем пушкӑрт чӗлхипе калаҫакан ҫемьесем, историне, культурине манман ҫамрӑксем — акӑ кама пӗлтеретпӗр эпир тӗп хулари пушкӑртсем ҫинчен каланӑ чухне. Ҫавӑн пекех халӑх йышӗ ӳсни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ вара эпир мӗн ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхнипе тӳррӗн ҫыхӑннӑ. Ҫырав ӗҫне хутшӑнни пушкӑрт халӑхӗн аталанӑвӗн стратегине палӑртакан тӗп сӑлтав шутланать. Ҫырава хутшӑнни вӑл - ҫӗршыв, республика, халӑх аталанӑвне кашнин тӳпи тесе шутлатӑп", — тет Мускавра пурӑнакан пушкăрт художници, Чулпан Билалова.
"Эпӗ вырӑс шкулӗнче вӗрентĕм, анчах улттӑмӗш класран хам тӗллӗн пушкӑрт чӗлхине вӗрентӗм. Тӑван чӗлхене пӗлни питӗ кирлӗ — ҫак позицие паян кашни пушкӑртрах ӳстермелле. Тӑван чӗлхе тесе пушкӑрт чӗлхине палӑртса эпир пушкӑрт халӑхӗн этника уйрӑмлӑхне упратпӑр", - тет философи наукисен докторӗ Илшат Насиров.
Пушкӑрт халӑхӗн аталанӑвӗн стратегине сӳтсе явнӑ мероприятие пушкӑрт музыканчӗсем те хутшӑннă — Мускавпа Санкт-Петербургри паллӑ ҫар оркестрӗсен ертӳҫисем.
"Башинформ" информацийĕпе.