Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ 2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртет.
Доброволецсене регистрацилесси августӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 30-мӗшӗччен перепись2020.добро.рф порталта, кашни муниципалитет пӗрлӗхӗнче волонтер корпусӗсене йӗркеленӗ тата яваплӑ специалист палӑртнӑ. Ӗҫ умӗн волонтер штабӗсен ертӳҫисем Республикӑри волонтер юхӑмӗн центрӗнчен йӗркеленӗ онлайн вӗреннĕ тата ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшни, волонтерсен ӗҫӗнчи методика рекомендацийӗсем илнĕ.
Регионти волонтерсен корпусӗ 18 ҫултан пуҫласа 50 ҫул таран ÿсĕмри 500 ытла ҫынна пӗрлештернӗ. Доброволецсем ҫырав участокӗсенче консультаци пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ, ҫырава хутшӑнса Госуслуги порталӗ, ҫырав участокӗнче е МФЦ ӗҫ станцийӗсенче хутшӑнма майсем пурри ҫинчен каласа параҫҫӗ. Волонтерсене пурте ӗҫ вӑхӑтӗнче экипировка (переписчик жилеткисем), волонтерсен удостоверенийӗсемпе тата уйрӑм хӳтлӗх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ.
"Паян пӗр пӗлтерӗшлӗ событи те волонтерсемсӗр иртмест, ҫырав вара - çав шутран кӑларса яни мар. Маншӑн ку ӗҫ - ҫӗнӗ те интереслӗ опыт, вӑл мана пысӑках мар ӗҫпе те пулин ҫӗршыв историйӗпе ҫыхӑннине туйма май парать. Пирӗн районта пулӑшу кирлӗ ватӑ ҫынсем нумай. Пурне те консультаци тӑватпӑр, пулӑшатпӑр. Чылай ыйтусенче лайӑхрах ӑнланма пуҫларӑм, вӑл та пысӑк плюс", - каласа панă Калтасă районӗнчи ҫыравҫӑ Алена Фатхиева.
"МГ" информацийĕпе.