Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Ноябрӗн 2021, 21:08

Радий Хабиров ҫырав ӗҫне хутшӑннă, вӑл пĕчĕк ывӑлӗсен национальноçĕ пирки йышӑну тунă

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Госуслуги порталӗ урлӑ Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗн ҫыравне хутшӑннӑ. Регион ертӳҫи электронлӑ ҫырав листисене ҫырнă тата паян переписчиксем тӑватӑ миллион ытла ҫынран ыйтса пĕлнине палӑртнă.

"Эпӗ хамӑрӑн пилӗк ҫынран тăракан ҫемьене хушрӑм. Манăн икӗ хӗр ҫитӗннӗ ӗнтӗ, уйрӑм пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Пушкӑртстанра манпа пурӑнакансене кӑна ҫырса илтӗм. Хамăн ҫырӑвпа пӗр пушкӑрта тата икӗ пĕчĕк пушкӑрта хушса хутăм. Манӑн ывӑлсем пӗчӗк-ха, ҫавӑнпа эпир мӑшӑрпа вӗсем пушкӑртсем пулнине палӑртрӑмӑр, – каласа панă Радий Хабиров. – Ҫырав листи ҫинче питӗ интереслӗ ыйтусем, вӗсене тимлӗн пӑхмалла, вӑхӑт уйӑрмалла. Гражданлӑх манӑн пӗртен-пӗрре - Раҫҫей Федерацийӗ. Урӑхла пулма та пултараймасть. Улӑштармарӑм, хатӗрленместӗп, мăнаçланатӑп. Тӑватӑ чӗлхе пӗлетӗп: тӑваннисем - пушкӑрт тата вырӑс, ют ҫӗршыв чĕлхисем - тӗрӗк тата акӑлчан".
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанри халӑх ҫыравне пула халӑх тытӑмĕн анлă тытăмне илет, çакă республикӑри ресурссене тӗрӗс уйӑрса пама пулӑшмалла.
"Башинформ" информацийĕпе.

Радий Хабиров ҫырав ӗҫне хутшӑннă, вӑл пĕчĕк ывӑлӗсен национальноçĕ пирки йышӑну тунă
Радий Хабиров ҫырав ӗҫне хутшӑннă, вӑл пĕчĕк ывӑлӗсен национальноçĕ пирки йышӑну тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: