Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Ноябрӗн 2021, 19:55

Эрне вӗҫӗнче хӗл ларать, юр хӳсе каять

Ку эрне вӗҫленнӗ тӗле синоптиксем Пушкӑртстанра хӗллехи ҫанталӑк килесси пирки шантараҫҫӗ.

Эрне вӗҫӗнче  хӗл ларать, юр хӳсе каять
Эрне вӗҫӗнче хӗл ларать, юр хӳсе каять

Ку эрне вӗҫленнӗ тӗле синоптиксем Пушкӑртстанра хӗллехи ҫанталӑк килесси пирки шантараҫҫӗ.
Башгидромет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, ноябрӗн 12-14-мӗшӗсенче ҫурҫӗрти циклон циркуляцийӗнче тӗрлӗ хăвăртлăхпа юр çăвать, ҫулсем ҫинче юр, пăр пулать. Ноябрӗн 13-мӗшӗнче - тӗллӗн-тӗллӗн юр хÿсе тултарасса кӗтеҫҫӗ.
Юр яланхипе танлаштарсан, 3 - 5 куна кая юлса ларать. Пуринчен ытларах ҫӗрле сывлӑш температури -1,-8, кӑнтӑрла +2, -4 градус пулать.
Тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче циклонӑн тылри пайӗнче республикӑри сывлӑш температури чакма пуҫлать.
Раҫҫей Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ноябрӗн иккӗмӗш вунăкунлăхӗнче Пушкӑртстан Республикинче талӑкри вӑтам сывлӑш температурисем нормӑран пӗр градус аяларах пуласса кӗтеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Эрне вӗҫӗнче  хӗл ларать, юр хӳсе каять
Эрне вӗҫӗнче хӗл ларать, юр хӳсе каять
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: