Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
11 Ноябрӗн 2021, 18:59

Пушкăртстанра экспертсем ҫырав вӑхӑтӗнче ҫӑхавсем пулманнине палăртаççĕ

Ҫырав ирттернипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑракан тата мониторинг енӗпе ӗҫлекен ушкӑн малтанхи пӗтӗмлетӳсем тунӑ.

Хӑй ӗҫленӗ тапхӑрта ĕçлĕ ушкӑн 17 шӑнкӑрав илнӗ. Пурте тенӗ пекех информаци майлă ыйтусемпе ҫыхӑннӑ. Ҫынсем ҫырав ӑҫта иртме май пурри ҫинчен, ҫын пӗр вырӑнта пропискăра тăрать пулсан, тепӗр ҫӗрте пурăнать пулсан мӗнле пулмалли ҫинчен ыйтнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫыравҫӑ ҫырса хунӑ информацие тӗрӗслеме пултарнипе пултарайманнине пӗлесшӗн пулнӑ.
"Ҫак ыйтусем ҫине эпир хуравларӑмӑр. Переписчиксем граждансен прависене пӑсни ҫинчен пӗлтерӳсем пулман. Ҫырав республикӑра пурӑнакансемшӗн хӑтлӑ тата май килнӗ таран меллӗ ирттӗр тесе пурне те тунӑ, ҫавӑнпа та эпир объективлӑ кӑтартусем илӗпӗр. Ĕçлĕ ушкӑн малалла ӗҫлет. Кашниех пирӗн пата телефонпа шăнкăравлама пултарать: 8(347)246-48-45 е ++79191454651", - тесе ҫырнӑ хӑйӗн страницинче ушкӑн председателӗ, Пушкӑртстан Патшалăх пухăвĕн - Курултайĕн депутачӗ, Пушкăртстанри тутарсен конгресс ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Загир Хакимов.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ 2021 ҫулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнче вӗҫленет. Пушкӑртстан халӑх ҫыравне халăх хутшӑннипе лидерсен йышне кӗнӗ, пĕлтернĕ Росстат пуçлăхĕ Павел Малков Раҫҫей президенчӗ Раҫҫей правительствин членӗсемпе ирттернĕ канашлура.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Пушкăртстанра экспертсем ҫырав вӑхӑтӗнче ҫӑхавсем пулманнине палăртаççĕ
Пушкăртстанра экспертсем ҫырав вӑхӑтӗнче ҫӑхавсем пулманнине палăртаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: