Çутă çул
-6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
11 Ноябрӗн 2021, 17:28

Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур

Политикӑпа вӑл 2004 ҫта кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур
Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур

Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур. Алтай крайӗнче Юлия Алешина хӗрарӑм-трансгендер «Гражданская инициатива» (чӑв. Граждан пуҫарӑвӗ) партин регионти уйрӑмне ертсе пырать. Раҫҫейри политикӑна трансгендер лекнине «МК на Алтае» кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх «Рамблер» пӗлтернӗ.

«Манӑн пурнӑҫ — хампа, патшалӑхпа, обществӑпа кӗрешӳ. Мӗншӗн хӑвна ҫавӑн пек тытатӑн? Мӗншӗн манерленетӗн? Мӗншӗн хӗрарӑм пек? Ҫакӑн пек ыйтусем час-часах пулнӑ. Ҫапла, эпӗ улакурак пек пулнӑ», — тенӗ Алешина «Московский комсомолец» хаҫат журналистне.

Арлӑха ылмаштариччен Алёшина Роман ятлӑ пулнӑ. Политикӑпа вӑл 2004 ҫта кӑсӑкланма тытӑннӑ.

https://www.chuvash.org/news/30207.html

 

Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур
Раҫҫей политикӗсем хушшинче трансгендер пур
Автор:
Читайте нас: