Вӑл пулӑшнипе кислородпа медицина тӗллевӗсене республика пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ хӑй тӗллӗн тивӗҫтерет.
Пушкӑртсен сода компанийӗн базинче унччен консервациленӗ кислород станцийӗ ковид-госпитальсене кислородпа тивĕçтерме ӗҫлеме пуçланă. Кун ҫинчен соцсетьсенчи хӑйӗн страницинче республика пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панă.
"Октябрь уйӑхӗнче пирӗн госпитальсенче кислородпа самаях драмӑллӑ лару-тӑру пулнӑ, эпир больницӑсем тата инфекци госпиталӗсем валли кирлӗ кашни килограмм кислорода шутланӑ. Кислород тӑкакне кашни сехет тенӗ пекех мониторизациленĕ, мӗншӗн тесен пирӗн больницӑсене кислородсăр хăварма юрамасть. Поставкӑсен ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсене шырарăмăр. Пирӗн ыйтӑва чи малтан БСК хурав пачĕ, вара предприятинче рекордлӑ кӗске вӑхӑтра маларах консервациленӗ кислород станцине хута ячĕç", - тесе ҫырнă вӑл.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӗ республика кислородпа пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ кирлĕ таран хӑй тӗллӗн тивӗҫтерет.
"Башинформ" информацийĕпе.