Пушкӑртсен правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров республикӑри хӑш-пӗр шкулсене усă курмалли вӑхӑчĕ тухнă продуктсем кӳрсе тӑни тӗлӗнмелле факт тесе каланă.
"Эпир шкулсене апат-ҫимӗҫпе тивĕçтерессине йĕркелессипе малалла та ӗҫлетпӗр. Шел пулин те, ачасен апат-ҫимӗҫ сӗтелĕ ҫине усă курмалли срокĕ тухнă апат-çимĕç лекнĕ фактсене тупса палӑртнӑ. Ку пулма пултараймасть. Пӗр енчен, ку вӑл мӗнле те пулин чирсен хӑрушлӑхӗ. Кунта муниципалитет администрацийӗсен тата шкул директорӗсен тӗрӗслесе тӑмалла", — тенӗ регион правительствинчи оперативлӑ канашлура Андрей Назаров.
Унччен министрсен кабинечӗн членӗсем ӗҫ канашлӑвӗнче Пушкӑрт шкулӗсенче апат-ҫимӗҫпе тивĕçтерессине йӗркелекен аутсорсерсем арендӑшăн тӳлемӗҫ тесе йышӑну тунӑ.
"Апат-ҫимĕç блокĕ вăл, апат-çимĕç блокĕ, анчах апат пахалӑхӗ питӗ ҫӳллӗ шайра пулмалла. Ҫавӑн пекех федераци укҫи-тенкине шкул ачисен вӗри апатланӑвне йӗркелеме тивӗҫтермелле", — тенӗ министрсен кабинечӗн пуҫлӑхӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.