Нина Русланова вăрах чирленӗ хыҫҫӑн 76 ҫула кайсан вилнӗ.
Хӑйӗн пурнӑҫĕнче вӑл 150 фильмра, ҫав шутра «Собачье сердце» тата «Тени исчезают в полдень» картинӑсенче, выляма ӗлкӗрнӗ. Русланова вилни ҫинчен хӑйӗн Facebook страницинче Станислав Садальский актер пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кун ҫинчен Раҫҫей кино актерӗсен гильди директорӗнчен Валерия Гущинаран пӗлнӗ.
Русланова икӗ инсульт — 2009 тата 2014 ҫулсенче — чăтса ирттернӗ. Русланова Харьков облаҫӗнче ҫуралнӑ, анчах вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӗлмен. Ачаранах ӑна ача ҫуртне панӑ, унта ăна Лидия Русланова ячӗпе хушамат панӑ. Русланова ҫуралнӑ кунне хӑй суйласа илнӗ.
rbc.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕк çинче: Нина Русланова тата Петр Вельяминов Валерий Усковпа Владимир Краснопольскин "Тени исчезают в полдень" фильмра ÿкереннĕ вăхăтра. РИА Новости.