2021 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен пынă Пӗтӗм Раҫҫей халӑх ҫыравӗ вӗҫленнӗ.
Пишпӳлек районӗнче 40 ҫыравҫӑ, 40 шут участокӗ, ҫичӗ контролер тата МФЦри пӗр инструктор ӗҫленӗ. Переписчиксен 9125 кил хуҫалӑхӗ, 10728 пӳлӗм, 22722 ҫын ҫырмалла пулнӑ. Ҫыравҫӑсем ятарлӑ программӑллă планшетсемпе ӗҫленӗ, цифрӑллӑ карттӑсемпе усӑ курнӑ.
— Переписчиксенчен Светлана Рамазановна Ягафарована, Марина Витальевна Иванована уйрăм палăртма пултаратӑп, вӗсем халӑх пурӑнакан вырӑнсем нумай пулсан та ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса ҫитерчӗҫ. Хастарлӑх, яваплӑх, халӑхпа пӗр чӗлхе тупма пӗлни, хальхи технологисемпе тӗрӗс усӑ курни ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприятие ӑнӑҫлӑ та вӑхӑтра вӗҫлеме пулӑшрӗ, — палӑртрӗ пиллӗкмӗш ҫырав участокӗн тӗрӗслевҫи Лилия Гадыльяновна Треф.
— Эпир ҫӑмӑл мар, анчах питӗ кирлӗ ӗҫе вӗҫлерӗмӗр — район ҫыннисем ҫинчен калакан сведенисене пуҫтартăмăр. Ҫырав ӑнӑҫлӑ иртрӗ тесе шутлатӑп. Коронавирус пандемийӗпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс тапхӑра пӑхмасӑрах эпир ӗҫе туса пӗтертӗмӗр. Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем унта хастар хутшӑнчӗҫ, — каласа парать Пишпӳлек районӗнчи ҫырав ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Валентина Васильевна Вишнева.
Карина ПАВЛОВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.