Çав закон ĕç шыракана урӑх регионти ӗҫ параканпа дистанципе калаҫӑва ирттерме тата ӗҫ договорне тума май парать.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗҫ хутшӑнӑвӗсен сферинче электронлӑ документ ҫаврӑнӑшӗн ыйтӑвӗсене йӗркелекен закона алӑ пуснӑ.
Ӑнлантару ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тăрăх, ӗҫлекенсем кадр службине каймасӑрах хӑйсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ, вӗсене электронлӑ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ документсене алӑ пусма, кирлӗ документсем патне васкавлӑ кӗме пултарӗҫ . Закон ӗҫченсене патшалӑх, муниципалитет, банк тата ытти пулӑшу ӗҫӗсем валли , ӗҫ параканран кирлĕ документсене оперативлӑн илме пулӑшмалла , кирлӗ сведенисене информаци тытӑмӗ урлӑ ыйтса илме пулать.
"МГ" информацийĕпе.