Паянхи куна Раҫҫейри даннӑйсен базинче QR-код контролерӗ тата температура тӗрӗслекенни пулса ӗҫлес текен 78 соискатель ӗҫ шырани ҫинчен пӗлтерет hh.ru сервисӑн пресс-служби.
"Пуринчен те ытларах ҫакнашкал резюмесем Липецк, Свердловск облаҫӗсенче, Мускавра тата Алтай крайӗнче.
QR-код тӗрӗслекен пулса ӗҫлес текенсем Тутарстанра, Самарăпа Саратов облаҫӗсенче пӗрер резюме лартнӑ, – тенӗ хыпарта.
QR-контролер пулса ӗҫлес текенсем хушшинче хӗрарӑмсем ытларах, резюмесен 68% вӗсен. Ытларах чухне (86%) ку 30 тултарман ҫынсем. Вӑтамран илсен вӗсем уйӑхне 24 пин тенкӗлле ӗҫлеме хатӗр.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейре QR-код тӗрӗслекен сотрудниксем валли 100 яхӑн ваканси пур. Контролёрсемсӗр пуҫне ҫак функционала хӑш-пӗр хуралҫӑ, промоултер, администратор вакансине кӗртнӗ. Ытларах чухне кунашкал ӗҫе суту-илӳ центрӗсемпе апатлантару заведенийӗсенче тума тивет.
Тĕплĕнрех: http://suvargazeta.ru