ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайӗн депутачӗсем "Пушкӑртстан Республикинче этил спирчӗ, эрех-сӑра тата спирт тытăнса тӑракан продукци ӗҫ-хӗлне йӗркелесси тата эрех-сӑрапа спирт тытăнса тăракан продукци ĕçнине чакарасси çинчен" закона улшӑнусем кӗртнӗ.
"Закон республикăн патшалӑх влаҫӗн органӗсен ҫак сферӑна йӗркелес енӗпе пурнӑҫлакан полномочийӗсене ÿстерет", - пĕлтерчĕ Патшалӑх Пухӑвӗн председателӗ Константин Толкачев.
"Асӑннӑ сферӑна йӗркелес енӗпе патшалӑх органӗсен ӗҫӗ икӗ енӗпе пурнӑҫланать: эрех-сӑра ӗҫессине чакарасси тата суррогат продукцине сутассипе кӗрешесси. Çак закона йышӑнни - çак ҫул ҫинче тата тепӗр утӑм ", – тенӗ Константин Толкачев.
"Башинформ" информацийĕпе.