Пушкăртстан статистикĕсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 14,2 пин хӗрарӑм пӗрремӗш хут анне пулса тӑнӑ. 15 пине яхӑн хӗрарӑм иккӗмӗш ача ҫуратнӑ, тата 11,8 пин хӗрарӑм нумай ачаллӑ анне пулма шут тытнӑ , вĕсем виҫҫӗмӗшне тата ун хыҫҫӑнхи ачисене çуратнă.
Сӑмахран, 1990 ҫулта республикӑра пӗрремӗш ача ҫуратакан хӗрарӑмсен вӑтам ӳсӗмӗ 23 ҫул пулнă, пӗлтӗр — 26 ҫул ӗнтĕ.
"2020 ҫулта 25-34 ҫулсенчи хӗрарӑмсен 60,4 проценчӗ ача çуратнă", — хушса хунӑ Башстатра.
Танлаштарма: 1990 ҫулта чи нумай ача çуратакансем 20-24 ҫулхи хӗрарӑмсем — 37,4% (2020 ҫулта - 17,1%) пулнӑ.
Ҫав хушӑрах 20 ҫул тултарман хĕрарăмсем ача çуратасси палӑрмаллах чакнӑ. 1990 ҫулта 10 процентне яхӑн 20 çулчченхи хĕрарăм ача çуратнă пулнӑ, пӗлтӗр ку кӑтарту 5,6% чакнӑ.
"Регионта 40+ ÿсĕмре ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсен пайĕ ӳсни палӑрать. 1990 ҫулта вӗсене ача ҫуратасси 1 процентне яхӑн тивнӗ пулсан, 2020 ҫулта — 3,5%. Кун пек аннесен 12 проценчĕ пĕрремĕш ачине çуратнă пулнӑ", - пĕтĕмлетнĕ статистиксем .
"Башинформ" информацийĕпе.