Пушкӑртстан Правительствин йышăнăвĕпе 2022 ҫулта Пушкӑртстанра уяв кунӗсенче ӗҫлемен кунсем пулӗҫ:
Кӑрлач уйӑхӗн 1,2, 3, 3, 4, 5, 8-мӗшӗнче — Çӗнӗ çул каникулӗ (вӗсем 9-мӗш числоччен пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — вырсарникун);
кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче — Раштав;
нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче — Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ;
мартӑн 8-мӗшӗнче — Пӗтӗм Тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ;
çу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — Çуркуннепе ĕç уявĕ;
çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче — Ураза-байрам;
çу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — Ҫӗнтерӳ кунӗ;
июнӗн 12-мӗшӗнче — Раççей кунĕ;
июлĕн 9-мешĕнче — Курбан-байрам;
октябрӗн 11-мӗшӗнче — Республика кунӗ;
ноябрӗн 4-мӗшӗнче — Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ.
Канмалли кунсене куҫарнӑ: январӗн 1-мӗшӗнчи шăматкуна ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи ытларикуна; январĕн 2-мĕшĕнчи вырсарникунран майăн 10-мĕшĕнчи ытларикуна; мартăн 5-мĕшĕнчи шăматкуна мартăн 7-мешенчи тунтикуна.
2022 ҫулта пилĕк кунлăх ĕç эрнинче 244 ӗҫ кунӗ пулать, ҫав шутра пӗр сехет чакарнисем (февралӗн 22-мӗшӗнче, мартӑн 5-мӗшӗнче, июлĕн 8-мӗшӗнче, октябрӗн 10-мӗшӗнче тата ноябрӗн 3-мӗшӗнче). Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанра пурӑнакансене канмалли 121 кун кӗтет, ҫав шутра 17 ӗҫлемелли мар уяв кунӗ тата хушма канмалли кунсем (майӑн 3, 4, 10-мӗшӗсем, июнӗн 13-мӗшӗ тата июлӗн 11-мӗшӗ) уяв кунӗсем, кӑрлач уйӑхӗн 1, 2-мӗшӗсем, майӑн 1, 2-мӗшӗсем тата утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче канмалли кунсемпе тÿр килнипе ҫыхӑннӑ.
.
ПР Ĕç министерствин информацийĕпе.