Пушкӑртстанра декабрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫ паракансем вакцинацин QR-кочĕсĕр е СOVID-19 тӳссе ирттернин справкисĕр ĕçлекенсене ĕçсĕр хăварĕç.
Аса илтеретпӗр, октябрь уйӑхӗнче республикӑн тӗп санитари врачӗ хӑш-пӗр категорири граждансене коронавирусран обязательнӑй вакцинаци тӑвасси ҫинчен калакан постановление алӑ пуснӑ. Документпа килĕшÿллĕн, прививкӑсене медицина организацийӗсенче, вӗренӳ сферинче, социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсенче, транспорт тата транспорт сферинче ӗҫлекенсен, право сыхлавӗн тата надзор органӗсен сотрудникӗсем, патшалӑх чиккинчи Уфа аэропортĕнче ĕçлекенĕсен, ҫар служащийӗсен, пулӑшу ӗҫӗсен сферинче, финанс организацийӗсенче тата почта ҫыхӑнӑвӗн представителӗсем тумалла. Ноябрӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак списока промышленнăҫ сферинче, строительство тата проектлас, ял хуҫалӑх тата ĕçлесе хатӗрлекен промышленность ӗҫченĕсем, ҫав шутра гражданла-право договорĕпе ӗҫлекенсем те, кӗчӗҫ.
Постановлени мĕнпур формăпа ĕçлекен организацисене те тивет. Вакцинациленӗ ӗҫлекенсен шайӗ 80 процент пулмалла, ытти 20 проценчĕн медотвод тата ытти ӗҫлекенсем кĕреççĕ: вӗренме кайнисем, декретрисем тата командировкӑрисем. Прививкӑн пӗрремӗш компонентне ӗҫлекенсен ноябрӗн 18-мӗшӗччен тумалла пулнӑ, вакцинацие вара 2021 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулать.
Декабрӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн Роспотребнадзор ӗҫ паракансем требованисене пурнӑҫламан , вĕсен ӗҫлекенĕсем вакцинациленмен пулсан, административлӑ йĕркепе явап тыттараççĕ, штрафсем те пама пултараççĕ, административлӑ право йĕркине пăсни çинчен Кодекспа килӗшӳллӗн (6.3 ст. 2-мĕш пайĕ).
Ӗҫ паракансен ĕçлекене вакцинациленменшĕн, чирсен иммунопрофилактики ҫинчен калакан положение пӑснишĕн, ӗҫрен хăтарса тăма право пур. Ӗҫ укҫине ӗҫрен пӑрӑннӑ тапхӑрта тÿлемеççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.