Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
2 Декабрӗн 2021, 12:15

Пушкӑртстанри вӑрмансене ҫӗнетме питомниксем пулӑшӗҫ

Туса хатӗрлекен саккун республикӑри питомниксен йышне ӳстерме, ҫапла майпа вӑрман çĕнетме валли хунавсем кирлине тивӗҫтерме май парать.  

Пушкӑртстанри вӑрмансене ҫӗнетме питомниксем пулӑшӗҫ
Пушкӑртстанри вӑрмансене ҫӗнетме питомниксем пулӑшӗҫ

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн депутачӗсем кӗрхи ларӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗнче "Пушкӑртстан Республикинче вӑрман хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси çинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунне пӗрремӗш вулавӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.

– Саккун проекчӗпе вӑрмансемпе усӑ курмалли ҫӗнӗ май — "вӑрман питомникӗсене туса хурасси тата вӗсене эксплуатацилесси" пулать, – пӗлтернӗ Патшалӑх Пухӑвӗн председателӗ Константин Толкачев. – Вӑрманпа усӑ курмалли ҫак тӗс вӑрманти тӗп ӑратри вӑрлӑхсене тата йывӑҫ хунавӗсене ӳстерессине палӑртать. Ҫӗнӗ право нормине йышӑннипе эпир республикӑра вӑрмансене юсас енӗпе тытӑмлӑн ӗҫлемелли саккун никӗсне йӗркелетпӗр. Пушкӑртстан Федерацин Атӑлҫи округӗнче искусствӑлла вӑрман лартнин калӑпӑшӗпе малта пырать, — аса илтернӗ Константин Толкачев.

— Ҫавна регионти анлӑ проектсем тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе тӗрлӗ акцисем пулӑшаҫҫӗ. Вӑрман техникине туянас ӗҫ пырать. Анчах та вӑрмансене тухӑҫлӑ вырнаҫтарма пахалӑхлӑ материал кирлӗ. Туса хатӗрлекен саккун республикӑри питомниксен йышне ӳстерме, ҫапла майпа вӑрман çĕнетме валли хунавсем кирлине тивӗҫтерме май парать.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ (архивран).

Пушкӑртстанри вӑрмансене ҫӗнетме питомниксем пулӑшӗҫ
Пушкӑртстанри вӑрмансене ҫӗнетме питомниксем пулӑшӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: