Пушкӑртстанра ăшă температура хыҫҫӑн кинет сивӗтет.
Паян, декабрӗн 6-мӗшӗнче, метеорологсем каланă тăрăх нумаях мар юр, хăшпĕр вырăнта пӑр çăвать, ҫулӑн уйрӑм участокӗсенче юр хӳсе кайнӑ. Сывлӑш температури ҫӗрле те, кӑнтӑрла та -3, -8°, республикӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче -10, -15°. Çил кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енелле çаврăнса.
Ыран, декабрӗн 7-мӗшӗнче, сивӗ ҫанталӑк пуҫланать. Кăнтăрла та-ҫӗрле те осадкӑсӑр. Ҫӗрле сывлӑш температури -15°, - 20°, тӗллӗн-тӗллӗн - 5°, кӑнтӑрла -10, -15°. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енелле çаврăнса.
Декабрӗн 8-мӗшӗнче — каллех юр, пӑр. Ҫӗрле сывлӑш температури -12, -17°, тӗллӗн-тӗллӗн -22°, кӑнтӑрла 0, -5°. Ҫурҫӗр ҫилӗ тухӑҫалла хуллен куçĕ. «Башгидрометцентр» информацийĕпе.