Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Декабрӗн 2021, 20:57

Пушкӑртстанра пурӑнакансем Патшалӑх пулӑшӑвӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ

Порталпа ытларах Санкт-Петербургран, Пушкӑртстанран тата Свердловск облаҫӗнче пурăнакансем усă кураççĕ.

"Госуслуги" порталта ҫирӗплетнӗ учет ҫыравҫисен шучӗ 90 миллион ҫынна ҫитнӗ. Кун ҫинчен РИА Новостине РФ вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко каланине тĕпе хурса пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра патшалӑх порталӗнче ҫирӗплетнӗ 90 миллион гражданина регистрациленӗ. Кашни эрнере çынсем 6,5 миллион электронлӑ пулӑшу ӗҫӗсем тума заказ параҫҫӗ.
Правительство председателӗн заместителӗ каланӑ тӑрӑх, хула ҫыннисем час-часах портала ҫырӑнас, Раҫҫей Пенси фончӗн уйрӑм счетӗнчен ҫыру ҫырас, вакцинацие тата ача садне ҫырӑнас, ҫавӑн пекех транспорт хатӗрӗсене регистрацилес тесе хутшӑнаҫҫӗ.
Порталпа ытларах Санкт-Петербургра, Пушкӑртстанра тата Свердловск облаҫӗнче пурăнакансем усă кураççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем Патшалӑх пулӑшӑвӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакансем Патшалӑх пулӑшӑвӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: