Çутă çул
+20 °С
Облачно
Общество
7 Декабря 2021, 10:11

Пушкӑртстанри тӑватӑ турпроект Russian Event Awards 2021 премисем илнӗ

Ҫакӑ Чӗмпӗр хулинчи туризм енӗпе иртнĕ X Наци премийӗн финалӗн кунсенче пулса иртнӗ.  

Пушкӑртстанри тӑватӑ турпроект Russian Event Awards 2021 премисем илнӗПушкӑртстанри тӑватӑ турпроект Russian Event Awards 2021 премисем илнӗ
Пушкӑртстанри тӑватӑ турпроект Russian Event Awards 2021 премисем илнӗ

Ҫакӑ Чӗмпӗр хулинчи туризм енӗпе иртнĕ X Наци премийӗн финалӗн кунсенче пулса иртнӗ.

Кун пирки Пушкăрт правительствин пресс-служби пӗлтерет. Кӑҫал пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ҫӗршывӑн 62 регионӗнчен 515 проект хутшӑннӑ.

Пушкӑртстанри туризм патшалӑх комитечӗн председателӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ринат Фаткуллин каланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем проектсене федераци шайӗнче лайӑх сӗннӗ: ҫулсеренех хӑнасене республикӑри хуласенчен кӑна мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен те йышӑнаҫҫӗ.

Russian Event Awards 2021 премин лауреачӗсем Гран-при икӗ хуҫи пулса тӑнӑ. "Гастрономи туризмӗ енӗпе чи лайӑх пулӑм" номинацире — "Бирские пельмени" гастрофестиваль. "Ҫамрӑксен чи лайӑх уявӗ" номинацире — "1000 музыкант кунӗ". Пӗрремӗш вырӑна "Вӑхӑт юханшывĕ" историпе реконструкци ҫӗнетмелли фестивале "Туристсен чи лайӑх пулӑмӗ истори ҫул-йӗрӗ" номинацире илнӗ. Конкурсăн иккӗмӗш вырӑнӗнче "Малидак" (Белорецк) ҫемьепе спорт фестивалӗ.

Унсӑр пуҫне, конкурс жюри Пушкӑртстан пуҫлӑхне Радий Хабирова пулӑм туризмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн палӑртнă.

https://resbash.ru/news  

Пушкӑртстанри тӑватӑ турпроект Russian Event Awards 2021 премисем илнӗ
Пушкӑртстанри тӑватӑ турпроект Russian Event Awards 2021 премисем илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас