МРОТ 13890 тенкӗ таран ҫӗкленет.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине 13 890 тенкӗ таран ӳстересси ҫинчен калакан саккуна ҫирӗплетнӗ.
Документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Вӑл 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.
МРОТа ӳстерни "социаллӑ нумай пособи ӳсӗмӗ ҫине, ҫав шутра ачаллă ҫемьесене тÿлесси, пенсисен çумне хушса тӳлемелли тӳлевсене кӗртсе, экономика отраслӗсенче ӗҫ укҫи тӳленине палӑртмалли ориентир пулса тӑрӗ", - тесе палӑртнӑ Путин.
2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ҫӗнӗлле шутланать — медианнăй ӗҫ укҫи шайӗнчен (пӗр ӗҫ укҫин ҫурри ҫак кӑтартуран ҫӳлерех, теприн - аяларах).
"Башинформ" информацийĕпе.