Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Декабрӗн 2021, 11:11

Туристсем космосра 12 кун пулĕç

МКС вĕçме Юсаку Маэдзава миллиардер мĕн чухлĕ тÿленĕ —коммерци вӑрттӑнлӑхӗ.

Туристсем космосра 12 кун пулĕç
Туристсем космосра 12 кун пулĕç

 

Декабрӗн 8-мӗшӗнче, Байконур космодромран Пӗтӗм тӗнчери космос станцине "Союз МС-20" карап вĕçсе кайнӑ. Экипаж командирӗ Александр Мисуркин, турист Юсаку Маэдзава тата унӑн ассистенчӗ Йозо Хирано орбитӑра 12 талӑк ирттерӗҫ.

Мӗншӗн японецсем МКС "Роскосмос" карапне суйласа илнĕ, Илон Маскăн SpaceX мар?

МКС вĕçме Юсаку Маэдзава миллиардер мĕн чухлĕ тÿленĕ —коммерци вӑрттӑнлӑхӗ. Ни "Роскосмос", ни космос туризмӑн пӗтӗм тӗнчери агентстви Space Adventures официаллӑ сумма уҫмаҫҫӗ. Япони МИХ ҫырнине тĕпе хурса Blomberg агентство космоса 12 кунлӑх экспедици Маэдзавӑпа унӑн ассистентне 88 млн тенке кайса ларма пултарни ҫинчен ҫырать.

2 млрд таран пурлăхлă ҫыншӑн ҫакӑ хаклă мар. Ҫитменнине ҫак сумма космос карапне тума, хатӗрленме, ытти тӑкаксене саплаштарма каять.

Юсаку Маэдзава RT корреспондент ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ май, ӗмӗр тӑршшӗпех космоса вӗҫме ӗмӗтленни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.

RT информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости © Максим Блинов

 

Туристсем космосра 12 кун пулĕç
Туристсем космосра 12 кун пулĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: