Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Декабрӗн 2021, 12:56

«Ҫынна епле ҫӑлма пулать-ши? Ҫын вилет!»

Коронавируспа чирлекенсене пулăшас тесе Людмила Сорокина Мускава кайнă.

«Ҫынна епле ҫӑлма пулать-ши? Ҫын вилет!»
«Ҫынна епле ҫӑлма пулать-ши? Ҫын вилет!»

 

Ку ҫырӑва редакцие Кистенлĕре çуралнă Галина Петрова ярса пачĕ. Галина Поликарповна хӑйӗн шӑпине Егоровкӑри юратнӑ ҫынпа ҫыхӑнтарнӑ, халӗ ҫемье Набережные Челны хулинче пурӑнать. Вӗсен хӗрӗ Людмила Федоровна Сорокина Мускавра Коммунаркăра реанимацинче медсестрара ӗҫлет.

"Раҫҫейре коронавирус 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа сарӑлма пуҫланӑ — ун чухне пӗрремӗш пациента регистрациленӗ. Ҫакӑнтан пуҫланчӗ те ӗнтӗ. Манӑн хӗр Людмила медработник, реанимацире медсестрара ӗҫлет.

2019 ҫулхи апрель. Прессӑран Люда Мускава ковидпа чирлисене сиплеме медработниксем кирлине пӗлчӗ. Ыйтса çырса ячĕ те ăна ĕçе килме ирĕк пачĕç. Тĕп ĕҫрен ҫулталӑклӑх срока ячӗҫ. Ҫак ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине никам та пӗлмен… Вӑл вӑрҫа кайнӑ пек туйӑнчӗ мана. Самолетпа вĕçме билет ҫук, вӑл вара Мускава хӑйӗн машинипе кайма шут тытрӗ.

Чиперех ҫитрӗ, пур хуласенче те постсем пулнӑ, полици дежурствӑра тăнӑ, документсене тӗрӗсленӗ. "Крылатый" стадионра ӗҫлеме пуҫларĕ. Акӑ ҫавӑн пек пысӑк стадионсем ковидпа чирлекенсемпе тулма пуҫларӗҫ. Пӗлетӗр-и, хӑш чухне уншӑн ҫав тери хӑрушӑ пулса каять, анчах усал шухӑшсене эпӗ аяккалла хӑваласа яратӑп...

Лайӑх вырнаҫрӗ вӑл, гостиницӑран вӗсене таксипе ӗҫе турттараççĕ, виҫӗ хут апатлантараçĕ. Ҫынсем вилмен пулсан, ытти нимӗн те мар.

Унта вӑл пӗр ватӑ ҫынпа тӗл пулчӗ. Сухаллӑ кӑмӑллӑ ҫын. Ҫынни питӗ ырӑ та калаҫма юратакан ҫын пулнӑ. Вӑл унӑн сменине кӗтсе илейместчĕ, тет. "Акӑ тинех ман ангел-управҫӑ килчӗ", — тенӗ вӑл палатӑри ытти чирлӗ ҫынсене. Кунсерен вӑл начарланса пынă. Ӳпке 70 — 80% пӗтнӗ. "Ҫынна епле ҫӑлма пулать-ши, ӑс-тӑн ҫитмест. Ҫын вилет!"— тетчĕ Люда. Юлашки кун ҫитнӗ. Вӑл хӗрӗн куҫӗнчен пӑхса ӗмӗрлӗхех сывпуллашнă: "Ырӑ çыннӑм, эпӗ сана нихҫан та курмӑп, ҫапах та, ҫапах та... Халӗ эпӗ санӑн управҫӑ-ангел пулатӑп!»

Тен, врачсемпе медсестрасене вилнĕ çынсен чунĕсем упраççĕ-ши, тесе шутлатăп…"

Сӑнӳкерчӗкĕ: Галина Петрован архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

«Ҫынна епле ҫӑлма пулать-ши? Ҫын вилет!»
«Ҫынна епле ҫӑлма пулать-ши? Ҫын вилет!»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: