Декабрĕн 9-мĕшĕнче Пушкӑртстанăн Пуҫлӑхӗн мăшăрĕ Каринэ Хабирова ҫуралнӑ кунне палӑртнă. Регион пуҫлӑхӗ ҫемье уявне мӗнле паллӑ туни ҫинчен соцсетьсенче каласа панă.
Чишма районӗнчи Турахан Мавзолей - Пушкӑртстанри чи интереслӗ архитектура палӑкӗсенчен пӗри. Радий Хабировăн шухăшĕпе истори палӑкне туристсем хакламаççĕ. "Кунта килсе интереслӗ экскурсие мӑшӑрӑма ҫуралнӑ кун ячĕпе парнелеме юрать", - тесе ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ Турахан мавзолейĕн çумĕнче ҫемье сăнӳкерчӗкне пичетлесе кӑларса.
Аса илтеретпӗр, хӑй ҫуралнӑ кун Каринэ Хабирова соцсетьсенче ҫырӑнса илекенсене чечек ярса пама мар, Уфа хосписне пулӑшма укҫа яма ыйтнӑ.
"МГ" информацийĕпе.