Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
12 Декабрӗн 2021, 19:43

Антиковид чарӑвӗсене ӗҫе кӗртнӗренпе Уфара 80 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Антиковид чарӑвӗсене ӗҫе кӗртнӗренпе Уфара 80 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ
Антиковид чарӑвӗсене ӗҫе кӗртнӗренпе Уфара 80 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ

Уфара ҫынсем йышлă пулакан потребитель рынокӗн, культурӑн, спортӑн тата ытти предприятисемпе организацисен объекчӗсенче патруль ӗҫĕ малалла пырать, вĕсем вăхăтĕнче антиковид чарӑвӗсене пӑхӑннине тӗрӗслеççĕ.
Сӑмахран, декабрӗн 11-мӗшӗнче хулара 129 мобильлĕ ушкӑнӗ ӗҫленĕ, вӗсем 1,2 пин ытла объекта, вӗсенчен ҫурри ытла - суту-илӳ сферине тӗрӗсленĕ. Рейдсем предприятисемпе организацисем пурте тенӗ пекех палӑртнӑ требованисене тытса пынине кӑтартса панă. Апла пулин те, маска режимне сотрудниксемпе лавккасене кайса килекенсем сахал мар пӑснӑ.
Антиковид чарăвĕсем кĕртнĕ пĕтĕм тапхăрта пурӗ 80 пин ытла организаципе учреждени тӗрӗслевӗ ирттернӗ, 2 пин ытла пӑсу тупса палӑртнӑ, 1,7 пин ытла протокол йӗркеленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Антиковид чарӑвӗсене ӗҫе кӗртнӗренпе Уфара 80 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ
Антиковид чарӑвӗсене ӗҫе кӗртнӗренпе Уфара 80 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: