+2 °С
Юр
Ҫакӑн ҫинчен республика правительствинче канашлура Ленара Иванова, ПР ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх министрӗ пӗлтернӗ.
Иванова ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру майӗпен улшӑннине палӑртнă. Пушкӑртстанри кӑтартусем тӑрӑх ӗҫсӗрлӗх шайӗ истори минимумне ҫитнӗ тата 2021 ҫулхи сентябрь-ноябрь уйӑхӗсенче вӑтамран 3,8% шайне ҫитнӗ (5,9%) 1,6 хут чакнӑ.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Владимир Путин ӗҫпе тивӗҫтерекен шая пандемичченхи тапхӑра тавӑрма тӗллев лартнине аса илтернӗ.
— Эпир каялла таврӑнтӑмӑр та аяларах та кайрӑмӑр. Чӑнах та, истори минимумӗ, ку питӗ лайӑх, — тенӗ Радий Фаритович.
«МГ» информацийĕпе.