Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
13 Декабрӗн 2021, 05:49

Пушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗПушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗ
Пушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗ

Декабрӗн 10-мӗшӗнче Куюргазă районӗнчи Якутово ялĕнче "Ҫамрӑклӑх" сывлăх тата кану паркне савӑнӑҫлӑ  лару-тăрура уҫнă. Мероприятине Пӗтӗм Тӗнчери пушкӑртсен Курултайĕн, район администрацийӗн представителӗсем хутшӑннă.

Якутово ялӗнче пурӑнакансем "Урӑ ял-2020" республика конкурсӗн шайӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ та 3 миллион тенкӗлӗх грант илнӗ. Ҫак укçапа нумай функциллӗ спорт площадки туяннӑ, унта халӗ хоккей корчӗ ларать. Ялта парк йӗркеленӗ. Паркра ача-пӑча вӑййи площадки, аслисем валли спорт хатӗрӗсем тата концерт ирттермелли сцена вырнаҫтарнӑ.

Ҫавӑн пекех укҫа-тенке Якутовăри шыв скважинине юсама та усӑ курнӑ. "Урӑ ял" конкурса хутшӑннӑшӑн ял халӑхĕ питӗ хавас, пушхир вырӑнне хитре парк "ӳссе ҫитӗннӗшӗн", вӑл вӗсемшӗн те, вӗсен ачисемшӗн те нумай ҫул ӗҫлӗ ", — пӗлтерет пушкӑртсен Курултайĕн пресс-служби.

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗ
Пушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗ
Пушкӑртстанта "Урӑ ял" конкурс çĕнтерÿçисем "Ҫамрӑклӑх" сывлӑх тата кану паркне йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас