Уфа блогерӗ ҫак пулăма хатӗрленет ӗнтӗ.
Рустам Набиев пӗтӗм тӗнчери "Космоса вӗҫекен сайра йышши ҫӗр ҫын" проекта хутшӑнӗ. Кун ҫинчен вӑл "Панорама Башкортостана" кăларăма интервьюра каласа панă. Рустам палӑртнӑ тӑрӑх, космоса вӗҫме сӗннине вӑл Эльбрус ҫине пӗрремӗш хут хӑпарнӑ хыҫҫӑн йышăннă. Аса илтеретпĕр-ха, уфимец ҫакна алӑ ҫинче тунӑ. Хальлӗхе конкретлӑ вӗҫев вӑхӑчӗ ҫинчен калаҫма иртерех-ха. Анчах Набиев хатӗрленме пуҫланă ӗнтӗ. Халӗ Рустам акӑлчан чӗлхине вӗренет. Хӑйӗн тӗллевӗшӗн ҫамрӑк ҫын репетиторпа ӗҫлет. Блогер каланӑ тӑрӑх, унӑн шайӗ хальлĕхе — пуҫламӑш пĕлĕвĕ. Рустам ют чӗлхене пӗлни ӑна пӗтӗм тӗнчери космос станцинче ҫеҫ мар, пӗтӗмӗшле илсен те кирлӗ пуласса шанать.
Рустам Набиев Омскра пулса иртнӗ инкек хыҫҫӑн урасӑр тӑрса юлнӑ. 2015 ҫулта унта казарма ишӗлсе аннӑ. Анчах та уфимец кулленхи пурнӑҫ патне таврӑнма пултарнӑ. Хальхи вӑхӑтра унăн ÿсӗмĕсем — нумайӑшӗншĕн тӗслӗхӗ. Унăн Инстраграмри блогне миллион çурă çырăннă.
«МГ» информацийĕпе.