Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Декабрӗн 2021, 10:31

Хӗл Мучи ҫӗршыв тӑрӑх поездпа ҫӳрет

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Хӗл Мучи ҫӗршыв тӑрӑх поездпа ҫӳрет
Хӗл Мучи ҫӗршыв тӑрӑх поездпа ҫӳрет

Мӗн пур кӑмӑл тӑвакансем хӗллехи юмахри асамҫӑн куҫса ҫӳрекен резиденцине кӗтсе илсе ӑсатса яма кӑмӑл тӑвакӑнсем пурте пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех вокзал территорийӗнчи уяв программине хутшӑнма. Билетсем туяннӑ ҫынсем Хӗл Мучипе поезд ӑшӗнче тӗл пулма пултараҫҫӗ.  

Хӗл Мучин куҫса ҫӳрекен резиденцийӗ – ятарласа илемлетнӗ уяв поезчӗ, унта вайӑсемпе квестсем валли, Хӗл Мучипе тӗл пулмалли, апатланмалли тата ытти вагонсем пур. 

Поезд чарӑнакан кашни хулара ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем уяв мероприятийӗсенче хутшӑнма, саламлӑ открытка яма тата парне илме пултараҫҫӗ.

Лавкка-вагонра Вырӑс Ҫурҫӗрӗн пылакӗсене тата сувенирӗсене туянма пулать, ресторан-вагонра Хӗл Мучи рецепчӗсемпе тӗлӗнмелле юр-вара тутанса пӑхма май пулӗ.

 http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/khl-muchi-rshyv-trkh-poezdpa-ret

Хӗл Мучи ҫӗршыв тӑрӑх поездпа ҫӳрет
Хӗл Мучи ҫӗршыв тӑрӑх поездпа ҫӳрет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: