Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Декабрӗн 2021, 11:44

Пушкӑртстан ученӑйӗ ҫӗнӗ омикрон штаммĕ пирки тӗп ыйтусене хуравланӑ

Маскӑсем, алӑсене антисептиксемпе имҫамлани — кирек мӗнле вирусран та хӳтӗлемелли тӗрӗсленĕ меслетсем.

Пушкӑртстан ученӑйӗ ҫӗнӗ омикрон штаммĕ пирки тӗп ыйтусене хуравланӑ
Пушкӑртстан ученӑйӗ ҫӗнӗ омикрон штаммĕ пирки тӗп ыйтусене хуравланӑ

  Марсель Туйгунов, Пушкӑрт патшалӑх университечӗн микробиологи, вирусологи кафедрин заведующийӗ, д.м. н. кафедрин заведующийӗ, профессор коронавирусӑн ҫӗнӗ штаммӑн симптомӗсем, чирсен ҫӗнӗ хумӗсем тата вакцинаци паллисем ҫинчен каласа панă.

Марсель Маратович ҫакна палӑртнӑ: ялан тенӗ пекех вируссем улшӑнаççĕ. Ҫавӑнпа та ҫын пӗр штаммпа чирлесе ӳксен вакцина ҫӗнӗ штаммӗсем ҫине витӗм кӳреймессе те пултарать.

Раҫҫейре хальлӗхе омикрон штаммне темиҫе тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Анчах та Туйгунов ҫакӑ пуҫламӑшӗ кӑна пулма пултарать тесе шутлать, мӗншӗн тесен вируса эпир пӗтӗмпех контрольлесе тӑма е унран уйӑрӑлма пултараймастпӑр.

Ҫӗнӗ штамм ҫинчен хальлӗхе хыпар сахал-ха. Тугунов омикронӑн тӗп паллисене палӑртрӗ: чир хӑвӑрт пневмоние (кӗске инкубаци тапхӑрӗ) куçни, шӑршӑ туйманни, 38 е кӑшт ҫӳлерех ÿт температури. Лайӑх самантсенчен — маларах чирлесе ирттернӗ ҫынсем асӑннӑ штаммсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттереҫҫӗ. Чирлесе ирттернӗ ҫынна антителасем пурпӗрех омикронран хӳтӗлеççĕ тесе шутлать Марсель Маратович. Анчах та ҫакна манмалла мар: организмӗ хавшанӑ пулсан, паллах, вирус дози те пӗр ҫыннӑн ҫӑмӑл формӑпа, теприн вара йывӑртарах пулма пултарать.

— Маскӑсем, алӑсене антисептиксемпе имҫамлани — кирек мӗнле вирусран та хӳтӗлемелли тӗрӗсленĕ меслетсем, — ӑнлантарать ученӑй. — Паллах, вакцинаци вӑл — чир ҫӑмӑллантӑр тесе вирус нагрузкине хӳтӗлеме е пӗчӗклетме пултаракан пӗрремӗш иммунит.

Новосибирскинчи "Вектор" наука центрӗ омикрон свойствине тĕпченӗ ӗнтӗ. Туйгунов палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре кăларнă вакцинӑра коронавирусӑн малтанхи штаммӗсемпе пӗрешкел антиген участокӗсем пур тата ҫакӑ пирӗн прививка тунă ҫынсене омикрон чирӗсенчен хӳтӗлӗ.

«МГ» информацийĕпе.  

Пушкӑртстан ученӑйӗ ҫӗнӗ омикрон штаммĕ пирки тӗп ыйтусене хуравланӑ
Пушкӑртстан ученӑйӗ ҫӗнӗ омикрон штаммĕ пирки тӗп ыйтусене хуравланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: