Вӑрманти ҫутҫанталӑкӑн Пӗтӗм Тӗнчери фончӗн Интерактивлă карттине сайра тĕл пулакан вӗҫен кайӑксемпе чӗрчунсен тӗсӗсем лекнӗ.
"WWF карттӑна даннӑйсемпе усӑ курма ҫӑмӑллатас тата яваплӑ бизнесра сайра тĕл пулакан чӗрчунсем пурӑнакан вырӑнсене хӳтӗлес тесе тунӑ. Карттӑ влаҫ органӗсемшӗн ҫавӑн пек пӗлтерӗш информацие пуҫтарӑнса унпа усӑ куракансене парас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх пулма пултарать", — пӗлтерет WWF Раҫҫейӗн пысӑк ҫутҫанталӑк сыхлавӗн вӑрманӗсем тӑрӑх координаторӑн Константин Кобяковӑн сӑмахӗсене тĕпе хурса АСИ.
Карттӑ ҫинче Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ чӗрчунсем пурӑнакан вырӑнсене курма пулать, вӗсене вӑрманпа арендăна илнĕ компанийӗсен чиккисемпе танлаштарма пулать. Информацин ытларах пайӗ — сайра-хутра ҫеҫ пулакан кайӑк-кӗшӗк пурӑнакан вырӑнсем ҫинчен калакан сведенисем, анчах тата ытти йышши чӗрчунсем даннӑйсем çинчен те пур.
«Башинформ» информацийĕпе.