Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
15 Декабрӗн 2021, 10:09

Пушкӑртстанри шкул ачисемшӗн Çӗнӗ ҫул каникулӗ ыттисенчен каярах пуҫланать

 COVID-19 вирус сарăлнăран шкулсенче каникула тепӗр эрнелӗхе тӑсма пултараççĕ.

Пушкӑртстанри шкул ачисемшӗн Çӗнӗ ҫул каникулӗ ыттисенчен каярах пуҫланатьПушкӑртстанри шкул ачисемшӗн Çӗнӗ ҫул каникулӗ ыттисенчен каярах пуҫланать
Пушкӑртстанри шкул ачисемшӗн Çӗнӗ ҫул каникулӗ ыттисенчен каярах пуҫланать

Пушкӑртстан вӗренӳ министрӗ Айбулат Хажин ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе кӗрешекен оперативлă штаб ларӑвӗнче регион шкулӗсенче ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуҫланасса тата январӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлнине палӑртнă. Урӑхла каласан, пӗрремӗш вӗренӳ кунӗ тунтикун — январӗн 17-мӗшӗ пулать.

"Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫӑмӑл мар лару-тӑру йӗркеленнӗ, вĕсенче 62 339 шкул ачипе 1 083 педагог ОРВИпе тата гриппа чирлет. Ҫавӑнпа Роспотребнадзорта ҫитес Çĕнĕ çул  каникулĕсем гриппа чирлесе ӳкнин кӑтартӑвӗсене палӑрмаллах чакарма май парӗ", — терӗ ведомство пуҫлӑхӗ.

Палӑртса хӑварар: Раҫҫейри чылай регионта ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем маларах — декабрӗн 27-мӗшӗнче пуҫланӗҫ. Вӗсем январӗн 9-мӗшӗччен тӑсӑлĕç. Маларах Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каланă тăрăх COVID-19 вирус сарăлнăран шкулсенче каникула тепӗр эрнелӗхе тӑсма пултараççĕ. «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанри шкул ачисемшӗн Çӗнӗ ҫул каникулӗ ыттисенчен каярах пуҫланать
Пушкӑртстанри шкул ачисемшӗн Çӗнӗ ҫул каникулӗ ыттисенчен каярах пуҫланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас