+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫак тӗллев валли резерв фондӗнчен 12 миллиард ытла тенкӗ уйӑрĕç.
Бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстерме резерв фондӗнчен 12,2 миллиард ытла тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫавăн пек распоряжение РФ Правительствин председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ӗҫ укҫине вӗрентекенсене, врачсене, вузсенче вӗрентекенсене, ҫавӑн пекех наукӑпа культура енӗпе ӗҫлекенсене ӳстерӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 2,9 миллиард ытла вӗренӳ учрежденийӗсен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстерме тата 5,2 миллиард ытла — наука ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи-тенкине ӳстерме ярӗҫ.
2,6 миллиард ытла медицина учрежденийӗсем тата 1,3 миллиард ытла — культура учрежденийӗсем илӗҫ.
«Башинформ» информацийĕпе.