Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
20 Декабрӗн 2021, 15:41

Уфара 100 çăмăл машинăран тунӑ тем пысӑкӑш "автоелка" ҫутатнă

Уфари автолюбительсемсӗр пуҫне "елка" флешмобне кÿршĕ регионсенчи хӑнасем хутшӑннӑ.

Уфара 100 çăмăл машинăран тунӑ тем пысӑкӑш "автоелка" ҫутатнăУфара 100 çăмăл машинăран тунӑ тем пысӑкӑш "автоелка" ҫутатнă
Уфара 100 çăмăл машинăран тунӑ тем пысӑкӑш "автоелка" ҫутатнă

Уфан Октябрь районӗнче иртнӗ каҫ 100 ытла çăмăл машинăран тăракан акӑш-макӑш пысӑк "автоелка" ҫутса янӑ, пӗлтернӗ столица мэрийӗнче .
Çутнă фарӑсемпе тата авари сигнализацийӗсене хускатнă машинӑсене чӑрӑш евӗрлӗ кӗлетке туса лартнă. Уфари автолюбительсемсӗр пуҫне "елка" флешмобне кÿршĕ регионсенчи хӑнасем хутшӑннӑ - Тутарстанран, Челябинскпа Оренбург облаҫӗсенчен тата Пермь крайĕнчен.
Уфара пурăнакансене Ҫӗнӗ ҫул саламне Хĕл Мучипе Юр пике, çавӑн пекех Октябрь районĕн администрацин пуçлăхĕн заместителĕ Алена Одинцова, видеоблогер Александр Коноров, соцсетьсенче сайра тӗл пулакан флешмоба хутшӑнма хастар чӗнекен, каланă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа администрацийӗн пресс-служби.

Уфара 100 çăмăл машинăран тунӑ тем пысӑкӑш "автоелка" ҫутатнă
Уфара 100 çăмăл машинăран тунӑ тем пысӑкӑш "автоелка" ҫутатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас