Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
27 Декабрӗн 2021, 11:03

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче кама лайксем лартать

Радий Хабиров социаллӑ сетьсене юратманнине тата отставка хыҫҫӑн пур медиастраницăсене те кӑларса пӑрахнине палӑртнă.  

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче кама лайксем лартать
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче кама лайксем лартать

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьсене юратманнине тата отставка хыҫҫӑн пур медиастраницăсене те кӑларса пӑрахнине палӑртнă.

БСТ телеканалти "Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ" эфирта регион ертӳҫи социаллӑ сетьсем – ӗҫ меслечӗ тесе ӑнлантарнă. Хальлӗхе уншӑн ҫакă лайӑх инструмент — хӑй мӗн тунине, ӗҫре мӗн çĕнсе илнине, пуҫра мӗнле шухӑшсем пулнине каласа памалли хатӗр.

"Эпир обществӑлла шухӑш-кӑмӑлӑн хӑш-пӗр касӑвӗсене те хутран-ситрен социаллӑ сетьсем урлӑ ирттеретпӗр. Ку та усӑллӑ, — палӑртнă Радий Хабиров. — Пирӗн муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем пурте социаллӑ сетьсенче ӗҫлеҫҫӗ, ку вӗсен тивӗҫӗ тата ӗҫӗ".

Регион ертӳҫи социаллӑ сетьсенче кама лайк лартать тесе ыйтсан, Радий Хабиров хӑйӗн Каринэ мӑшӑрӗсӗр пуҫне урӑх никама та ҫук тесе хуравланă.

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби.  

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче кама лайксем лартать
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ социаллӑ сетьсенче кама лайксем лартать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: