Раҫҫей лидерӗ Владимир Путин декабрӗн 26-мӗшӗнче ҫӗнӗ ҫулхи каҫ президент саламне итлӗп тесе шӳтленӗ.
"Ну, мӗн? Ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле ларатăп, Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илетĕп, президент саламне итлетĕп", — тенӗ вӑл «Москва. Кремль. Путин» программăра Павел Зарубина интервью панă вăхатра.
Ҫавӑн пекех патшалӑх пуҫлӑхӗ хӑйӗн мӑнукӗсене, лавккасенче ҫӳремест пулин те, парнесем хăй суйласа илни ҫинчен те каласа панӑ.
Маларах, декабрӗн 25-мӗшӗнче, Президент пресс-секретарӗ Дмитрий Песков Путин тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен ушкӑнӗнче ҫӗнӗ ҫула кĕтсе илни ҫинчен каласа панă. Кремль представителӗ каланӑ тӑрӑх, раштав эрни Путиншăн ӗҫ режимӗнче кӑштах иртет. Раҫҫей лидерӗ ҫак вӑхӑта "ҫӗнӗ ҫул уявӗсем" пек тулли вӑхӑтпа сайра ирттерет тесе хушса хунă вӑл.
https://iz.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ:ИЗВЕСТИЯ/Константин Кокошкин.