Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров декабрӗн 28-мӗшӗнче интервью ирттернӗ вӑхӑтра регион правительствин ӗҫне хак панă.
Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, кирек мӗнле орган та - яланах ҫынсем: "ертсе пыракан ҫынсен лайӑх енӗсем яланах кирлӗ. Премьер-министра лартсан, мана республикӑра опытлă, харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлеме пӗлекен тата йышӑнусемшӗн яваплӑха илме пӗлекен ҫын кирлӗ пулнине ӑнлантӑм. Андрей Назаровӑн ҫак лайӑх енсем пур. Хӑш чухне: "Чим-ха, атьӑр пӗрле татса парар", тес килет. Халӗ Правительство ӗҫне питӗ пысӑк хак пама юрать теме пулать. Вӑл - ӗҫчен те яваплӑ. Пурте пулса пымасть пулин те, хамӑр куҫпа курса тӑракансем те пур. Анчах правительство пысӑк кӑмӑлтан ӗҫлет".
"МГ" информацийĕпе.