Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
2 Кӑрлач 2022, 14:28

Уйрӑм хушма хуҫалӑхра ашакпа кӑтра сысна усраҫҫӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Уйрӑм хушма хуҫалӑхра ашакпа кӑтра сысна усраҫҫӗ
Уйрӑм хушма хуҫалӑхра ашакпа кӑтра сысна усраҫҫӗ

2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫейре ял хуҫалӑх микроҫырăвӗ иртрӗ. Халӗ цифрӑсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Регонсемпе илсен, пӗрремӗш кӑтартусем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗве тунӑ. Уйрӑм ҫынсен пахчинче абрикос, виноград, айва, алыча, черешня, актиниди, лимонник, фундук, миндаль йывӑҫҫи, грек мӑйӑрӗ тата маньчжур мӑйӑрӗн йывӑҫҫисене ӳстереҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗке илсен, кӑркка, фазан, путене, мандаринка-кӑвакал, страус, павлин, араукан-чӑхсем (вӗсем кӑвак тӗслӗ ҫӑмарта тӑваҫҫӗ) ӗрчетеҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗхрен вӑкӑрсем, ашаксем, хир сыснисем, кӑтра сыснасем, вьетнам усӑк хырӑмлӑ сыснасем, альпаксем пур.

#хуҫалӑхсем, #статистика, #ӳсен-тӑран, #выльӑх-чӗрлӗх
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cap.ru/

Уйрӑм хушма хуҫалӑхра ашакпа кӑтра сысна усраҫҫӗ
Уйрӑм хушма хуҫалӑхра ашакпа кӑтра сысна усраҫҫӗ
Автор:
Читайте нас: