Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Кӑрлач 2022, 11:20

Çак службăна тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравлаççĕ

Екатерина Николаевна Филимонова Пишпӳлек районӗнче ЕДДС йӗркеленӗренпех унта ӗҫлет.  

Çак службăна тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравлаççĕ
Çак службăна тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравлаççĕ

Екатерина Николаевна Филимонова Пишпӳлек районӗнче ЕДДС йӗркеленӗренпех унта ӗҫлет.

— Служба уҫӑлни икӗ уйӑхчĕ, ӗҫе кӗтĕм. 10 ҫул иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Шӑнкӑравсем тӗрлӗ ыйтупа килеҫҫӗ, пĕрисем канализаци ĕçлеменнипе, теприсем васкавлӑ пулӑшу мӗнле чӗнмеллине пӗлмеҫҫӗ, теприсем электроэнерги ыйтӑвӗпе ӑҫта ыйтса пĕлмеллине пӗлмеҫҫӗ. Пирӗн тӗллев информацие тӗплӗн пӑхса тухасси, ҫакӑншӑн пӑшӑрханса тӑракан службӑна пĕлтересси, — паллаштарать Екатерина Николаевна.
Эсир Пӗрлехи диспетчер службин диспетчерӗ сирӗн шӑнкӑравăрсене, адресĕрсене ҫыракан ҫын çеç тесе шутлатӑр пулсан, питӗ йӑнӑшатӑр. Ҫак ӗҫе илсе пырас тесен кӑштах пуҫлӑх та пулмалла (сирӗн авари бригадине ертсе пыма тивет), психолог та (тарӑхакан ҫынсемпе калаçма, хутшӑнма тата контакт тупса пӑх-ха), кирек мӗнле авари лару-тӑрӑвӗнче те хӑвӑрт та уҫӑмлӑ йышӑнусем тума тивет.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Екатерина Филимонован архивĕнчен.

Çак службăна тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравлаççĕ
Çак службăна тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравлаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: