Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
3 Кӑрлач 2022, 14:52

Эрех тума юрӑхлӑ иҫӗм ҫырли Кӑнтӑр Кавказран тухнине палӑртнӑ

Халӗ ҫав иҫӗм ҫырлине мӗнпур Европӑра ҫитӗнтереҫҫӗ.

Эрех тума юрӑхлӑ иҫӗм ҫырли Кӑнтӑр Кавказран тухнине палӑртнӑ
Эрех тума юрӑхлӑ иҫӗм ҫырли Кӑнтӑр Кавказран тухнине палӑртнӑ

Итали ӑсчахӗсем ирттернӗ генетика тӗпчевӗ эрех тума юрӑхлӑ хальхи иҫӗм ҫырли сорчӗсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра ӳстерме пуҫланине кӑтартса панӑ. Халӗ ҫав иҫӗм ҫырлине мӗнпур Европӑра ҫитӗнтереҫҫӗ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсене Nature Communications журналта пичетлесе кӑларнӑ.
Европӑри эрехсем пӗтӗм тӗнчипе хӑйсен тутипе тата пахалӑхӗпе паллӑ, вӗсене совиньон блан, шардоне, мерло тата каберне сортлӑ иҫӗм ҫырлинчен туса кӑлараҫҫӗ. Маларах ҫак виноград иҫӗм ҫырлин европӑри сорчӗсене майӗпен культурӑланипе йӗркеленнӗ тесе шутланӑ. Анчах та тӗпчевҫӗсем ҫакӑ йӑнӑш пулнине палӑртнӑ.
Специалистсем культурӑланӑ тата ҫутҫанталӑкра ӳсекен 204 иҫӗм ҫырлин тӗсне тӗпченӗ те 4000 ҫул каялла ҫав сортсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра культурӑлама пуҫланине тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пекех иҫӗм ҫырли хуллен-майӗпен Европа еннелле анӑҫалла куҫса пынине асӑрханӑ: малтан Вӑтаҫӗр тинӗсне ҫитнӗ, кайран — Кӑнтӑр Европӑна, унта вара вӑл вырӑнти сортсемпе пӗтӗҫнӗ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫапла май пӗтӗҫсе пыни иҫӗм ҫырлине Европӑри сивӗрех хӗлсене чӑтма, тата паянхи кун паллӑ тӗсӗсене аталанма май панӑ.

#Кӑнтӑр Кавказ, #Кавказ, #иҫӗм ҫырли, #эрех, #тӗпчевсем, #тӗнчере
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cap.ru/news/2021/12/24...icheskie-zhivotnie-chuva

Эрех тума юрӑхлӑ иҫӗм ҫырли Кӑнтӑр Кавказран тухнине палӑртнӑ
Эрех тума юрӑхлӑ иҫӗм ҫырли Кӑнтӑр Кавказран тухнине палӑртнӑ
Автор:
Читайте нас: