Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Кӑрлач 2022, 16:00

Çӗршер пушар сӳнтернӗ

Юрий Зиновьевич Давыдов хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле профессипе ҫыхăнтарасси пирки нихӑҫан та иккӗленмен.

Çӗршер пушар сӳнтернӗ
Çӗршер пушар сӳнтернӗ

Юрий Зиновьевич Давыдов хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле профессипе ҫыхăнтарасси пирки нихӑҫан та иккӗленмен.

Паянхи чылай профессисенчен пĕрне шӑпах пушар сÿнтерекенĕн профессине хӑюллă, паттӑр çынсемпе сăнласа пама пулать. Ахальтен мар ӗнтӗ нумай арҫын ачана пĕчĕкренех илӗртет вӑл. Вӗсем ҫынсене вут-ҫулӑмран ҫӑласси ҫинчен ӗмӗтленеҫҫӗ. Нумайӑшӗн ҫак ӗмӗт пурнӑҫланать. Вара романтика хаяр чӑн-чӑн пурнӑҫпа улшăннине ӑнланса илет. Пушар сӳнтерекенсен питӗ йывӑр лару-тӑрура, кашни талӑкра, сивӗ ҫӗрте тата вӑйлӑ шӑрӑхра ӗҫлеме тивет.

Юрий Зиновьевич Давыдов хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле профессипе ҫыхăнтарасси пирки нихӑҫан та иккӗленмен. МЧСра вӑл 28 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Службăра тăнă вӑхӑтра ҫӗршер пушар сӳнтернӗ.
Вӑл пушар пайӗнче ӳснӗ. Унӑн ашшӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пушар машинин водителӗнче ӗҫленӗ. Юрий Зиновьевич çартан таврӑнсан "Сельхозхими" организацинче ӗҫленĕ, пушар сÿнтерекен пулма ӗмӗтленĕ, анчах вырӑн пулман.1993 ҫулта вăл пушар сӳнтерекен пулса ӗҫлеме кӗнӗ, пилӗк ҫултан хурал ертÿçи пулма лартнӑ. Тревога сигналне илтсенех хурал ертÿçи вӑраха ямасӑр пулӑшма васкать, пушар-и вӑл е инкек-синкек лару-тăрăвĕ-и.
Юрий Давыдов ахаль кунсенче те, уяв кунӗсенче те ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче те. Ку уявсем Юрий Зиновьевичшӑн уйрӑмах пӑлхантаракан кунсем.
Пушар ӗҫӗ вӑл - професси кӑна мар, вут-ҫулӑма лекнӗ ҫынсене пулӑшма, вĕсене хӗрхенме пӗлни.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Юрий Давыдовăн архивĕнчен.

 

Çӗршер пушар сӳнтернӗ
Çӗршер пушар сӳнтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: