Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
6 Кӑрлач 2022, 17:48

Пушкăртстанăн ГИБДД транспорт хатӗрӗсем валли техосмотрӑн ҫӗнӗ правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкăртстанăн ГИБДД транспорт хатӗрӗсем валли техосмотрӑн ҫӗнӗ правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ
Пушкăртстанăн ГИБДД транспорт хатӗрӗсем валли техосмотрӑн ҫӗнӗ правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ

Пушкăртстанăн ГИБДД 2021 ҫул вӗҫнелле вӑя кӗнӗ транспорт хатӗрӗсем валли техосмотрӑн ҫӗнӗ правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ. Сӑмах федераци саккунне автомобильсене техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси тата регистрацилессине улшăнусем кĕртесси ҫинчен пырать.

Сӑмахран, 2021 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа транспорт хатӗрне регистрациленӗ чухне, тӑватӑ ҫул ытла иртнӗ транспорт хатӗрне регистрациленӗ чухне автомобиль хуҫин техника тӗрӗслевӗн диагностика карттине лартмалла.

"Тӑватӑ ҫула çитмен ҫӗнӗ автомобильсем валли учета е харпӑрлӑх хуҫине улӑштарнӑ чухне диагностика карттине памалла мар.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа транспортне ТО обязательнăй йĕркепе иртме тивĕçлĕ юлнă транспорт хуçисем (автобуссем, грузовиксем тата такси) транспортпа камера айĕнчен диагностика карттисĕр иртсе кайсан 2 пин тенкӗ виҫепе штраф тÿлеççĕ. Ҫӑмӑл автомобильсен хуҫисене ҫӗнӗ штраф тивмест.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкăртстанăн ГИБДД транспорт хатӗрӗсем валли техосмотрӑн ҫӗнӗ правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ
Пушкăртстанăн ГИБДД транспорт хатӗрӗсем валли техосмотрӑн ҫӗнӗ правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: