Январĕн 5-мӗшӗнче оперативлӑ штабăн канашлăвĕнче Радий Хабиров 2022 ҫулта муниципалитетсен нушисем валли коммуналлӑ техника хушма туянма хушнӑ. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтерет.
Регионти финанс министерствин ҫак тӗллевсем валли кирлӗ укҫа-тенкӗ тупмалла, Республикӑн Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин вара – январĕн 10-мӗшӗнче тивӗҫлӗ ҫул карттине тӑратмалла.
Кӑҫалхи юр тасатас енӗпе пурнӑҫлакан лару-тӑру ҫинчен каланӑ май Пушкӑртстанри ЖКХ министрӗн заместителӗ Николай Ельников коммуналлӑ службӑсем пурте вӑйлӑ режимра ӗҫленине пӗлтернӗ. 1 370 техника тата 1 837 ҫынна çак енĕпе явăçтарнă.
– Пирӗн задача – лару-тӑруран пĕтĕмлетÿсем тумалла тата проблемӑсене татса памалла, - тенӗ Радий Хабиров. – Ӑна хушма техника туянни те пулӑшмалла.
Республика ертӳҫи ҫавӑн пекех январĕн 7-мӗшӗ тĕлне православи храмӗсемпе чиркӳсене каймалли ҫулсене юртан тасатма хушнӑ, унта Раштава чысласа службăсем иртӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.