Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче республикӑри оперштаб ларӑвӗнче ҫул-йӗр ҫинчи транспорт инфратытӑмӗн тата хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.
Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Руслан Гарипов регионти машина ҫулĕсем нормативлӑ лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа панă. Трассӑсене куллен юртан тасатаҫҫӗ тата пăра ирĕлтермелли хатӗрсемпе тирпейлеҫҫӗ.
Вӑйлӑ юр ҫунӑ чухне республикӑн Транспорт министерстви МЧСпа пӗрле водительсене кӑткӑс ҫанталӑк условийӗсем ҫинчен пӗлтерет тата ҫул ҫӳресрен сыхланма сӗнет.
Регионти ҫулсем тӑрӑх лару-тӑрӑва лайӑхлатма май килет пулсан федераци трассисем тӑрӑх хальлӗхе ҫук-ха. Ҫавӑнпа 2022 ҫулхи тӗп тӗллев - ҫул ҫинчи вилӗме чакарасси.
Канашлура ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче вӑйсем тата хатĕрсем общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме хатĕррине палӑртнă. Регион ертӳҫи муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене право сыхлавӗн органӗсемпе пӗрле лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма хушнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.