Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
7 Кӑрлач 2022, 20:31

Пушкӑртстанра ҫанталӑк пӑсӑлнине пула ҫул-йӗр çинчи лару-тӑру япӑхланать

Транспорт хатӗрӗсен салонӗнче ачасене турттарасси ҫине уйрӑмах тимлемелле.

Пушкӑртстанра ҫанталӑк пӑсӑлнине пула ҫул-йӗр çинчи лару-тӑру япӑхланать
Пушкӑртстанра ҫанталӑк пӑсӑлнине пула ҫул-йӗр çинчи лару-тӑру япӑхланать

Пушкӑртстан территорийӗнче ҫанталӑк условийӗсем япӑхланни палӑрать: температура чакни, вӑйлӑ юр çуни, йӗпе юр ҫине куҫни, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑ. Хӑшпӗр районсенче ҫил-тӑман, пӑр, ҫулсем ҫинче юр куписем, пăрлак. Ҫӗрле сывлӑш температури -8, -13.
Кӑткӑс лару-тӑрура ПР ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп инспекторӗ Владимир Севастьянов транспорт хатӗрӗсемпе çÿренĕ май, килнӗ таран тимлӗ пулма сӗнет. Ҫул ҫинчи инкек-синкек пуласран, халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккинчен тухмалла мар. Çул ҫинче дистанцие тата васкавлӑ режима тытса пымалла, ҫуран ҫӳрекенсем çул урлă каçакан вырăнсенче тимлӗ пулмалла. Маневрсемпе улшӑнусенчен пăрăнмалла, интервалпа дистанцине пăхăнмалла. Хӑрушсӑрлӑх пиçиххисемпе усӑ курмаллах. Транспорт хатӗрӗсен салонӗнче ачасене турттарасси ҫине уйрӑмах тимлемелле.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ҫанталӑк пӑсӑлнине пула ҫул-йӗр çинчи лару-тӑру япӑхланать
Пушкӑртстанра ҫанталӑк пӑсӑлнине пула ҫул-йӗр çинчи лару-тӑру япӑхланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: